
Октябрĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕнче, Канаш округĕн Шăхасан ялĕнче «кĕмĕл» волонтерсен «Кĕмĕл чун» ятлă республикăри пиллĕкмĕш форумĕ иртрĕ. Ку мероприятие Чăваш Енри 300 ытла хастар хутшăнчĕ, вĕсен йышĕнче - пирĕн округри халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта ĕçлекенсемпе кунти «кĕмĕл» волонтерсем те.
Форум программи тĕрлĕ енлĕ тата пуян пулчĕ. Куславккари комплекслă центр сотрудникĕ-семпе «кĕмĕл» волонтерсем пултарулăхпа çыхăннă мастер-классене çитсе курчĕç. Профессилле художник кăмрăкпа ÿкер- се кăтартнă урок вĕсене уйрăмах интереслентерчĕ. Кашниех хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслесе пăхас терĕ, ку таранччен кăмрăкпа ÿкерсе курманнисем те начар мар сăнарсем тума пултарчĕç.
Çак мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçнă тата «2026 çулхи чи лайăх «кĕмĕл» волонтер» конкурса пĕтĕмлетнĕ саманта нумайăшĕ чылайччен асра тытĕ. Ун вăхăтĕнче 5 çулта тунă ырă ĕçсене пăхса тухрĕç. Форума пынисем те палăрчĕç, «кĕмĕл» волонтерсен пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç, çулпа çамрăк мар пулин те пултарулăх тата хастарлăх енĕпе вĕсене çитекенни çуккине кăтартса пачĕç.
«Кĕмĕл чун» форум вĕçленчĕ, анчах та унтан хавхаланса таврăннине куславккасем нумайччен асра тытĕç. Халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта ĕçлекенсемпе пирĕн волонтерсем малашне те ырă ĕçсемпе палăрас ĕмĕтпе çунатланчĕç.
Е. ЧАПУРИНА.
Октябрь 2026 |
