
Куславкка тăрăхĕнче тĕрлĕ çулсенче паллă çынсем сахал мар çуралса ÿснĕ. Вĕсем хушшинче пултаруллă писательсемпе поэтсем те нумай.
Шăматкун, июнĕн 20-мĕшĕнче, районти тĕп библиотекăра талантлă ентешсенчен пĕри, чаплăран та чаплă писатель тата драматург Никифор Мранька çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа литература каçĕ иртрĕ. Мероприятие ертсе пынă Ирина Ибрина вулавăша пухăннисене малтанах Никифор Мранькан пултарулăхĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан материалсемпе паллаштарчĕ, Чăваш Ен Патшалăх истори архивĕнче ĕçлекенсем унта упранакан сайра тĕл пулакан ÿкерчĕ-ксенчен хатĕрленĕ выставкăпа паллашма сĕнчĕ.
Паллă писателĕн пултарулăх каçне пынă Татьяна Тимофеева, Куславкка муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ, Пилешкассинче çуралса ÿснĕ паллă ентешпе эпир чăннипех те мухтанма пултарнине палăртрĕ. Вăл граждан вăрçинче, Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнă, пурнăçра сахал мар хура-шур курнă. Çапах та хуçăлман. Литература ĕçĕнче унăн «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕ тарăн йĕр хăварнă.
Никифор Мранька çинчен илтмен çын пирĕн округра çук та пулĕ. Анчах та вăл чăвашла çырнăран вырăссем унăн пурте килĕштерекен нумай томлă «Ĕмĕр сакки сарлака» романне вуласа киленеймен ку таранччен. Писатель çуралнăранпа 125 çул çитнĕ тĕле вара Екатеринбургра пурăнакан Татьяна Рымарева куçаруçă çак роман-эпопейăна вырăсла куçарса «Век прожить – не поле перейти» ятпа пĕрремĕш кĕнеке пичетлесе кăларнă. Çак ĕçе вăл пирĕн ентешĕн тĕлĕнмелле чаплă пултарулăхĕпе ытти халăхсене те паллаштарас тĕллевпе тытăнни çинчен пĕлтерчĕ. Татьяна Владимировна 2024 çулта наци литературин «Золотое перо Руси» премийĕн лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Вăл пирĕн библиотекăна чаплă парне - романăн хăй куçарса пичетленĕ 1-мĕш тата 2-мĕш кĕнекисене парнелерĕ.
Тĕлпулăва ятарласа килнĕ Наталья Михайлова, Никифор Мранькан ывăлĕн Альбертăн хĕрĕ, Куславккара пуçласа 2001 çулта пулнине аса илчĕ. Ун чухне чаплă писателе, драматурга асăнса вăл пурăннă çурт çумĕнче мрамортан асăну чулĕ вырнаçтарнă. Наталья Альбертовна аслашшĕ çинчен нумай ырă сăмах каланине, унта пурăннă пĕр ватă хĕрарăм хăйне палласа илнине астуса юлнă. Майлă самантпа усă курса, вăл аслашшĕне манманшăн, унăн ырă ятне асра тытса пурăннăшăн куславккасене ăшшăн тав турĕ.
Никифор Мранькан çывăх тăванĕ Зинаида Максимова вара 8-мĕш класс пĕтерсен хăй вĕсем патĕнче пурăнни çинчен каласа пачĕ. «Эпир вырăсла калаçма пĕлсех кайман ун чухне. Никифор Федорович мана вĕренни пурнăçра мĕн тума кирлине хамăн аттепе аннерен те лайăхрах каласа ăнлантарчĕ темелле, - аса илчĕ 82 çулхи ветеран. - Никифор Мранькана час-часах аса илеттĕм. Мăшăрĕпе иккĕшĕ мана пурнăçра нумай пулăшрĕç. Вĕсем тăрăшнипе хама килĕшекен ĕçе суйласа илтĕм, шкулта 42 çул ачасене вĕрентрĕм».
Чаплă писатель, драматург Никифор Мранька çуралнă кун, июнĕн 9-мĕшĕнче, пилешкассисем кăçал та вăл çуралса ÿснĕ çуртран инçех мар туса лартнă палăк умне пухăннă. Çав мемориала вырнаçтарма Пушкăрт Республикинчен ятарласа писательсемпе поэтсен пĕр ушкăнĕ килнĕ. Пултаруллă çыравçăсем пушкăрт халăхĕ Мранька писателе хисепленине, унăн «Ĕмĕр сакки сарлака» романне питĕ юратса вуланине палăртса хăварнă.
125 çулхи юбилее паллă тума ку хутĕнче Куславккана хамăр республикăри писательсемпе поэтсем килсе çитрĕç: Чăваш Енре паллă драматург, поэт Арсений Тарасов, милицин отставкăри подполковникĕ, поэт, куçаруçă Владимир Мишшан (Васильев), Чăваш Наци конгресĕн вĕрентÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров тата çавăн пекех Куславккара ĕçлесе пурăннă çыравçă Нина Гречко. Вĕсем чăваш халăхĕ хăйĕн пултаруллă ывăлĕн Никифор Мранькан ятне яланах асра тытни çинчен каларĕç, хăйсен сăввисене вуласа пачĕç.
Никифор Мораньков (чăн хушамачĕ çапла) 40-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пирĕн районта тухса тăнă хаçатăн редакторĕ шутланнă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче вăл 3 çула яхăн фронтра пулнă. Парти органĕсен ĕçĕнчи çитменлĕхсене хирĕç каланăшăн ăна хытă критикленĕ, каярах вара, 1950 çулта, Никифор Федорович репресси чулĕсен хушшине лекнĕ. Тепĕр 5 çултан унăн таса ятне тавăрнă.
Арсений Тарасов каланă тăрăх, кун çути курнă кĕнекисене пăхса тухсан, Никифор Мранька 1920-мĕш çулсен вĕçĕнчен тытăнса драма жанрĕпе ĕçлени курăнать. «Итлĕр!» ятлă пьесипе Чăваш драма театрĕнче спектакль лартнă. Ун чухне пьеса авторĕ 27 çулта кăна пулнă. Унăн «Тÿнтерле хирĕç» инсценировки «Сунтал» журналта кун çути курнă. Вăл çавăн пекех «Пĕрремĕш категори», «Элнет», «Аван пурăнатпăр», «Бурлаксем» пьесăсем çырнă.
Чăваш киностудийĕнче те тарăн йĕр хăварнă Мранька драматург. 1931 çулта вăл Мускаври киносценаристсен курсĕнчен вĕренсе тухнă. Чăвашкино ÿкернĕ «Асту» фильм 1932 çулта экран çине тухнă. Сценари авторĕсенчен пĕри Никифор Мранька пулнă. «Ĕмĕр сакки сарлака» романа та сцена çине кăларнă. Чăваш драма театрĕн сцени çинче чи малтан 1972 çулта кăтартнă. Ку вăхăтра Никифор Федорович пурăннă-ха.
Чăваш прозин аталанăвĕнче Никифор Мранькан «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕ пысăк вырăн йышăнни çинчен сăмах пычĕ пултарулăх каçĕнче. Ку романа вăл 1930 çултах çырма пуçланă. Пĕрремĕш кĕнекин пĕрремĕш пайне «Тăван Атăл» журналта 1950 çулта пичетленĕ. Роман 5 кĕнекерен тăрать. Проза ăсти мĕн виличченех унти ĕçсене малалла аталантарса çырнă. Шел, улттăмĕшне çырса пĕтерме ĕлкĕреймен, ăна «Тăван Атăл» журналăн 1991 çулхи 8,9,10-11-мĕш номерĕсенче пичетленĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче Наталья Михайлова, Никифор Мранькан мăнукĕ, аслашшĕн «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕн алçырăвĕсене, типографире пичетленĕ хыççăн юлнăскерсене, Чăваш патшалăх истории архивне парнелерĕ.Унта ĕçлекен Валентина Харитонова пирĕн пултаруллă ентешпе çыхăннă тĕрлĕ документсемпе сăнÿкерчĕксене пĕр çĕре пухас тĕллевпе патшалăх архивне пама ыйтрĕ.
Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн тĕп редакторĕ Антонина Андреева çирĕплетнĕ тăрăх, пирĕн паллă проза ăсти, драматург Никифор Мранька нихăçан та манăçас çук. Унăн нумай томлă «Ĕмĕр сакки сарлака» кĕнеки чăваш халăхĕн кунçулне, хăйне евĕрлĕ йăли-йĕркине, хресчен хуçалăхĕн уйрăмлăхĕсене, ял çыннин пурнăç йĕркине кăна мар, унăн чун-чĕрине те юратса, тĕрĕс сăнласа кăтартнă. Çакăнпах тыткăнлать пулĕ вулакансене. Республикăри Наци вулавăшĕнче вăл чи вуланакан 10 кĕнеке шутĕнче
Паллă писателĕн, драматургăн ентешĕсем те питĕ пултаруллă. Пилешкассинчи «Пилеш» тата Тĕмшерти «Шурă хурăн» ансамбльсем юбилее халалланă мероприятие пынисене, хăнасене чăваш халăхĕ хушшинче анлă сарăлнă юрăсемпе савăнтарчĕç. «Ĕмĕр сакки сарлака» юрă вара уйрăмах илемлĕн янăрарĕ. Сакки, чăн та, сарлака, анчах ĕмĕрĕ кĕске. Никифор Мранькан ĕмĕр саккийĕ те саваласа хуни пулман.
В. ВОРОБЬЕВА.