Ĕне, качака сĕтне - Китая

Категория: В РОССИИ Опубликовано: 18.09.2026, 13:05 Просмотров: 37

Китайра Чăваш Енрен ăсатакан сĕте сутма пуçланă. Нумаях пулмасть Тяньцзинь хулине «Ял картишĕ» («Деревенский дворик») туса кăларнă 18 паллет ĕне тата качака сĕчĕ ăсатнă. Вĕсене унта «Раççейре туса кăларнă» тесе сутаççĕ.

Сĕте Китай Халăх Республикине сутассине Чăваш Республикинчи экспорта пулăшакан центр йĕркеленĕ, Китай рынокне тухни предприятие тупăша ÿстерме май парать.

Палăртмалла, «Ял картишĕ» - Раççейре Ази çĕршывне качака сĕтне ăсатма официаллă майпа ирĕк илнĕ пĕрремĕш предприяти. 2025 çулта кооператив продукцине Китайри системăра шута илнĕ. Халĕ вĕсем унта 2030 çулччен сĕт ăсатма пултараççĕ. Ку ĕне, качака сĕтне кăна мар, сĕтрен хатĕрленĕ коктейльсене те пырса тивет.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники