Пирĕн пурнăçра чун-чĕрене ăшăтса тăракан, хамăр ăçта çуралса ÿсни, вĕренни çинчен аса илтерекен пулăмсем сахал мар. Тĕслĕхрен, тăван шкулпа сывпуллашнăранпа вуншар çул иртсен те вăл пирĕн асăмран тухас çук.
Иртнĕ эрнере Куснарти «пĕлÿ çуртне» пĕр класра вĕреннисем, алла аттестат илнĕ хыççăн çур ĕмĕр каялла çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнисем пуçтарăнчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ çак тĕлпулăва нумайччен асра тытса пурăнĕ, мĕншĕн тесен Куснарти çĕнĕ вĕренÿ заведенине пуçласа кĕрсе курчĕç. Çакна ăнланмалла та, 50 çул каялла арçын ачасемпе хĕрачасем кивĕ шкулта вĕреннĕ, çĕнĕ «пĕлÿ çурчĕ» çакăн пек илемлĕ пуласса тĕлĕкре те тĕлленме пултарайман.
«Ниушлĕ ку пирĕн шкул? - пĕр-пĕрне пÿлсех ыйту пачĕç тĕлпулăва пынисем. Хăнасене пурте питĕ килĕшрĕ. Вĕсем ялти шкул çакăн пек хăтлă, çутă та илемлĕ пулма пултарасса шутламан та. Уроксем ирттерме меллĕ классем, сарлака коридорсем, уявсем йĕркелемелли пысăк зал тата спорт залĕ, сывлăх енчен хавшакрах ачасем валли вырнаçтарнă ятарлă хатĕрсем... Столовăйра тутлă апат çитереççĕ, физкультура урокĕсемпе спорт ăмăртăвĕсене хальхи вăхăтпа килĕшсе тăракан стадионра ирттереççĕ. Шкул çумĕнчи территори куçа илĕртет, унта ем-ешĕл курăк тата тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ÿсеççĕ.
«Эпир çак сарлака коридорсемпе тĕлĕнсе утса çÿрерĕмĕр, тăван кĕтесе пачах та паллаймарăмăр, мĕншĕн тесен ку вăл урăх шкул пулнине туйса илтĕмĕр. Савăнтăмăр,- пĕлтерчĕç хăнасем.
Кашни кĕтесре тенĕ пекех пулса курнă хыççăн пурте актовăй зала пухăнчĕç, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе кăсăкланчĕç, асаилÿсен тĕнчине путрĕç. Чи малтанах юратнă вĕрентекенсене ăшшăн аса илчĕç: Альбина Васильевна Варягинăна, Вера Петровна Сухаревăна, Валентина Сергеевна Поповăна, Калерия Степановна Кудяковăна, Людмила Никитична Антоновăна тата ыттисене те. Пĕрле вĕреннĕ вăхăтсем те аса килчĕç: уроксенче пулса иртнĕ мыскарасем, пĕрремĕш юрату, экзаменсем умĕнчи пăлхану, çавăн пекех Куснар шкулĕнче ачасем хăйсене пĕр çемьери пек туйнине, пĕр-пĕрне пулăшнине, вĕреннине...
Тĕлпулу вĕçленеспе хăнасем ăрусен çыхăнăвĕ татăлманнине палăртса тăван шкула асăнмалăх парне пачĕç. Вĕсем учительсене малашне те анлă пĕлÿллĕ, ăс-хакăл енĕпе аталаннă çамрăксем çитĕнтерме, вĕренÿре ăнăçусем тума сунчĕç, тăван шкулпа темиçе çул каяллахи пекех тачă çыхăну тытма шантарчĕç.
Çакнашкал тĕлпулусем пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкул - ачалăх иртнĕ стенасем кăна мар, вăл - вăй-хал, туслăхпа юрату вырăнĕ, çавăнпа кашнин чун-чĕринче яланлăхах упранать.
«Вĕрентекен пур чухне вĕренсе юл»,- тенĕ ваттисем. Куснарти вăтам шкулта ачасене пĕлÿ парассине çÿллĕ шайра йĕркеленĕ, кашни вĕренекеншĕн ырми-канми тăрăшни, кашнине хавхалантарса пыни сисĕнет. Кунта вуншар çул каяллахи пекех опытлă, пултаруллă учительсем ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштараççĕ.
Л. БЕЛОВА.
Август 2026 |
