Хаваслă çу кунĕсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.08.2026, 14:49 Просмотров: 43

Энтри Пасарĕнчи вăтам шкул çумĕнчи «Солнышко» лагерьте ирттернĕ черетлĕ кун интереслĕ мыскарасем шырама таçта аякка кайма кирлех те маррине çирĕплетсе пачĕ. Тăван кĕтес таврашĕнче йĕркеленĕ çулçÿрев нумайччен пирĕн асра юлĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх ирхине урамра зарядка турăмăр, апатлантăмăр. Унтан шкул директорĕ Галина Вячеславовна Азмуз çул-йĕр çинче хамăра мĕнле тытмалли çинчен каласа ăнлантарчĕ. Вара çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа çула тухрăмăр. Энтри Пасарĕнчен ытлашши аякра мар вырнаçнă Çĕнъяла çитсен эпир канса илме шутларăмăр. Пире çак ял мĕнле пуçланса кайни çинчен те каласа пачĕç.

Çĕнъялта çуралса ÿснĕ Александр Николаевич Митрофанов, вырăнти краевед, 2020 çулта хăйĕн тăван кĕтесĕн историйĕпе çыхăннă кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унăн пĕр экземплярне, «История деревни Ново-Шутнерово Козловского района Чувашской Республики» ятпа кун çути курнăскере, вăл Энтри Пасарĕнчи библиотекăна парнеленĕ. Александр Николаевич çинчен кунта ырăпа çеç асăнаççĕ. Вăл 30 çул ытла «Заря» совхозра инженер-электрик, инженер-механик, инженер-строитель пулса вăй хунă. 1987 çулта районта пуçласа халăхăн йăла ыйтăвĕ- сене тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен «Ударник» кооператив йĕркеленĕ. Александр Николаевич хăйĕн укçи-тенкипе Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăррăн пуç хунă ентешĕсене асăнса палăк та лартнă. Тăван ялĕн историне вăл вунă çул хушши тĕпченĕ, унта пурăнакансене тата çамрăк ăрăва каласа парасшăн пулнă.

Çĕнъял 1720 çулта йĕркеленнĕ. XVI – XVII ĕмĕрсенче хальхи ял вырăнĕнче сĕм вăрман кашланă. Ялăн кăнтăр енче тип çырмаран пĕр 500-600 метр иртсен Çĕмĕртлĕх (Черемушки) ятлă ял пулнă. Унта 50-60 кил шутланнă. Пĕр çулхине вăйлă пушар тухнă та ял пĕтĕмпех çунса кăмрăкланнă. Çĕмĕртлĕхре пурăннисем çакна ял таса мар çĕрте вырнаçнипе инкек сиксе тухнă тесе ăнлантарнă, вара урăх çĕре - Çĕнъяла куçнă. Çĕнĕ ял çулçăллă йывăçсем ÿсекен вырăнта вырнаçнă, унти пĕр урама паян кун та Ăвăслăх урамĕ тесе калаççĕ.

Çул çинче тĕл пулнă иккĕмĕш ялта - Шăмалăхра пире чи хаклă хăнасем пек йышăнчĕç. Унта пурăнакан Ивановсем (упăшкипе арăмĕ) хăйсем пахчинче çитĕнтернĕ арбузпа тата панулмипе хăналарĕç. Пылак çимĕçсем ачасене питĕ килĕшрĕç. Çак ялти вăйă вылямалли лаптăкра арçын ачасемпе хĕрачасем тĕрлĕ хусканусем туса кăмăл-туйăмне çĕклерĕç, кăштах канса илчĕç. Çакăн хыççăн пурте каялла тăван шкула çул тытрĕç.

Кăнтăрла иртсен вĕсем Александр Пушкин çырнă юмахсем тăрăх ирттернĕ викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Хăрушсăрлăхпа çыхăннă темăна та сÿтсе яврĕç: хăш чухне вут-çулăм - юлташ, хăш чухне вара тăшман пулни çинчен калаçрĕç.

Черетлĕ кун ку хутĕнче те ăнăçлă, усăллă иртрĕ. Ачасем хăйсемшĕн нумай çĕннине пĕлме пултарчĕç.

Е. МИТРОФАНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники