Гриппран прививка тумалла

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 25.09.2026, 14:30 Просмотров: 48

Кĕркуннепе хĕлле, çанталăк сивĕтнĕ май, тĕрлĕ чир-чĕр алхасма пуçлать. Çакна шута илсе республикăра грипп чирĕнчен асăрхаттармалли кампани пуçланнă. Çитĕннĕ çынсем валли туса кăларнă вакцинăн пĕрремĕш ушкăнĕпе медицина учрежденийĕсене тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра ăна больницăсем валли те илсе килĕç.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Лариса Тарасова халăха вăхăтра прививка тумаллине аса илтерет. Гриппа тата сывламалли органсене ытларах сĕлеке е сывлăш урлă вируссем лекнипе пуçланакан инфекциллĕ чирсемпе (ОРВИ) пурте чирлеме пуçличчен хÿтлĕх илме организма кăштах вăхăт кирлĕ.

Вакцина ярса иммунитета çирĕплетни вăраха кайнă чирсемпе аптăракан çынсемшĕн уйрăмах усăллă, мĕншĕн тесен вĕсен организмне инфекци ытларах сиен кÿрет. Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин стационарĕсем тата прививка тăвакан мобиллĕ пункчĕсем хăш кун тата миçе сехетчен ĕçленине кашни эрнере пĕлме пулать.

Сывлав органĕсем тата чĕре-тымар системи начар ĕçленипе диспансерта врач пăхса тăракан, 60 çултан аслă çынсене çавăн пекех производствăра тусанлă вырăнта нумай ĕçленипе ÿпке тусанланса типсе хытасран вакцинаци тăваççĕ. Ку эмеле республика бюджечĕ шучĕпе туяннă, медицина организацийĕсене пурне те унпа тивĕçтернĕ.

65 çултан аслă арçынсемпе хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслессине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Диспансеризаци шучĕпе ирттерекен тĕрĕслевсем чире пуçламăш тапхăрта, çын хăйне начар туйма пуçличчен чылай малтан тупса палăртма май параççĕ.

Медицина учрежденийĕсенче çавăн пекех маскăпа çÿреме сĕнеççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники