
Шкулсенче хатĕрлекен апат пахалăхĕ ашшĕ-амăшне яланах калаçтарнă, халĕ те калаçтарать. Вĕсен хăйсен ачисене тутлăрах çитерес килнипе çыхăннă ку. Çавăнпах республикăра «Директорпа апатланни» проект анлă сарăлнă. Унăн тĕллевĕ - вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисене шкул ачисен апатланăвне мĕнле йĕркеленипе интереслентересси, вĕренекенсенчен вĕри апат пахалăхĕ пирки ыйтса пĕлесси.
Энтри Пасарĕнчи вăтам шкулти ачасен пĕр ушкăнĕ нумай пулмасть хăйсен директорĕпе Г. Азмузпа апатланчĕ. Галина Вячеславовна столовăйра хатĕрлекен апата тутанса пăхнă хыççăн унăн пахалăхне çăмăллăнах хаклама пултарчĕ, тутлă пĕçерни çинчен каларĕ. Вĕренекенсемпе пĕрле апатланнă вăхăтра вăл çавăн пекех вĕсем килĕнче мĕнле пăтă çиме юратни тата шкулта мĕнле апат килĕшни çинчен ыйтса пĕлчĕ. Галина Вячеславовна çитĕнекен организма вĕри апат кирлине палăртса хăварчĕ. Тĕрĕс тата вăхăтра апатланни ачасен сывлăхне çирĕплетнине, тăрăшса вĕренме пулăшнине палăртрĕ.
Вĕренекенсене ирхи апат килĕшрĕ, вĕсем поварсене тутлă пĕçернĕшĕн, шкул директорне хăйсемпе тимлĕ пулнăшăн ăшшăн тав турĕç.
А. ИВАНОВ.
Сентябрь 2026 |
