Мĕн те пулин ыратсанах эмел хыпма васкатпăр. Çав вăхăтрах эмел «наркăмăш» пулнине манатпăр.
Организма лекекен кирек мĕнле япалана та, çав шутра эмеле те, пĕвер тасатать. Ăна япăх витĕм кÿрекен 1000 препарата шута илнĕ. Чи хăрушши - парацетамол. «Америкăра пĕвер чирĕпе чирленĕ кашни иккĕмĕш тĕслĕх çак эмеле ĕçнипе çыхăннă»,- пĕлтерет Сеченов ячĕллĕ МГМУ профессорĕ А. Буеверов.
Иккĕмĕш вырăнта – шыççа чаракан хатĕрсем. Вĕсене сыпăсем ыратнине (артрит, артроз) ирттерме çырса параççĕ.
Виççĕмĕш вырăнта - антибиотиксем. Çавăн пекех туберкулезпа усал шыçă чирĕсене хирĕç кĕрешекен эмелсем наркăмăшлă шутланаççĕ.
Пĕвере хăшпĕр витаминпа е курăкпа сиплени те шар кăтартать. Эмеле асăрханса ĕçмеллине пурте пĕлетпĕр. Çав вăхăтрах тĕрлĕ курăк пухнипе усă курнă чухне унăн хăрушлăхĕ çинчен шухăшламастпăр та. Ку вăл чи малтанах начарланнă чухне ĕçме сĕнекен препаратсене пырса тивет. Пĕвере витаминсем те сиенлеме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, А тата Е витаминсене пĕрле ĕçсен. Пирвайхи хут Çурçĕре парăнтарма кайнисем пĕвер ĕçлесе çитерейменнипе вилнĕ, мĕншĕн тесен вĕсем шурă упан пĕверне, шăпах асăннă витаминсемпе пуянскерне, çинĕ. Паллах, пур чух та çын аптăраса ÿкмест, анчах та хăрушлăх пирки манмалла мар.
Пĕвер эмеле çийĕнчех сиенлемест - пилĕк талăкран пуçласа темиçе уйăх иртме пултарать. Çавăнпа опытлă тухтăр чи малтанах чылайранпа эмелпе сипленекен çыннăн пĕверĕ мĕнле ĕçленипе кăсăкланать.
Яланах çакна асра тытмалла: хăвăр тĕллĕн сипленмелле мар. Пĕверĕн виçĕ тăшман - эрех-сăра ĕçни, эмеле пĕли-пĕлми çăтни тата çуллă апат-çимĕç нумай çини.
Камсен асăрханмалла?
55 çултан аслăрах çынсен. Çулсем иртнĕçемĕн пĕвер тĕртемĕн виçи тата юн çÿресси чакать, организмран наркăмăшлă япаласене кăларас ĕç япăхланать. Унсăр пуçне ватă çынсен ытти чирсем пуçланаççĕ. Вĕсем эмелпе ытларах усă кураççĕ. Апла пулсан, эмелсем пĕр-пĕ-ринпе çураçайман хăрушлăх та ÿссе пырать.
Арçын е хĕрарăм пулни
Статистикăпа килĕшÿллĕн хĕрарăмсем ытларах чухне пĕвере эмелпе лартаççĕ. Арçынсем – эрехпе.
Пĕвер чирĕ. Ку орган малтанах сывмар пулсан, эмелпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Пĕвер чирлине пĕлсен, тухтăрсем çак органшăн хăрушсăртарах препаратсем çырса параççĕ.
Эрех ĕçни. Алкоголизмпа чирлисене тата эрех нумай ĕçекенсене эмел наркăмăшĕ хăвăртрах çапса антарать.
Ытла самăр пулни тата çисе тăранманни, веществосен çаврăнăшĕ пăсăлни препаратсен наркăмăшлăхне ÿстерме пултарать. Сипленнĕ вăхăтра харăсах пилĕк препарат ĕçнĕ чух ытти органсем сиенленме пултарасси 4 процентпа танлашать, 5-10 препаратпа - 10 процент.
Октябрь 2026 |
