Тĕнчене çĕнĕ кайăк килĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 16.10.2026, 13:57 Просмотров: 47

Октябрĕн 7-мĕшĕнче Раççейре чи ырă та пысăк пĕлтерĕшĕ уявсенчен пĕрне - Пулас аннесен кунне паллă турĕç. Çак куна пирĕн çĕршывра çулталăкра иккĕ - апрелĕн 7-мĕшĕнче тата октябрĕн 7-мĕшĕнче уявлаççĕ.

Пулас амăшĕсене иртнĕ эрнере Куславкка муниципаллă округĕн Н.И. Лобачевский ячĕллĕ Музей-çуртĕнче чысларĕç. Малтанах экскурси пулчĕ, музей директорĕ Марина Солдатихина унти экспонатсемпе паллаштарчĕ, хамăр округ пурнăçĕнчи ырă улшăнусем çинчен каласа кăтартрĕ.

Унтан хĕрарăмсене уяв ячĕпе Куславкка территори пайĕн начальникĕ Елена Громова ăшшăн саламларĕ, сывă пепкесем çуратма тата пурнăçра ыррине кăна сунчĕ.

Социаллă фондăн Куславкка округĕ тăрăхĕнчи Клиентсен службин специалисчĕ Юрий Чернов пулас ача амăшĕсене социаллă пулăшу, тÿлевсемпе пособисем парассипе çыхăннă хыпарсемпе паллаштарчĕ. Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрти йĕркелÿпе методика уйрăмĕн психологĕ Маргарита Серова пĕчĕк ачасем валли йăркеленĕ прокат пункчĕн пулăшăвĕпе усă курма сĕнчĕ.

Пулас амăшĕсене ?çие юлнă хĕрарăмсене% Куславкка районĕ-нчи И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра ĕçлекен акушер-гинекологсем Галина Вахмистровăпа Александра Ларионова та уяв ячĕпе саламларĕç. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Куславккари уйрăмĕн председателĕ Олеся Михайлова та вĕсене ăнăçусем сунчĕ. Авалхи чăвашсем ача çуралнине Турă парни вырăнне хуни, питĕ хĕпĕртени çинчен каларĕ. Çакна ăнланмалла та, мĕншĕн тесен унра ĕçре пулăшакана, ăру-йăха тăсакана, пуласлăха, шанчăка курнă.

Хулари ачасен искусствăсен шкулне çÿрекен Варвара Кирбитова хăнасем ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники