
Кунер ялĕнчи библиотека моделлĕ вулавăш шутне кĕрет. Ăна çĕнетсе лайăхлатма федераллă бюджетран 8 миллион тенкĕ уйăрса пама палăртнă. «Çемье» наци проекчĕ пулăшнипе çапла тума май килнĕ.
2027 çулта Кунерти вулавăш çуртĕнче экологипе пĕлĕве ÿстермелли «Книжная долина» библиотека уçĕç. Çĕнетнĕ кĕтессемпе пÿлĕмсенче йăлана кĕнĕ пулăшусем сĕнĕç, мĕнпур ÿсĕмри вулакансем çавăн пекех экологипе ытларах интересленме пултарĕç.
Кунер библиотекинчи экостиль çутçанталăк илемне кăтартса парĕ, территоринчи пурте килĕштерекен вырăн - Чăваш Енри çутçанталăк палăкĕ - «Чарту тăвайкки». Авалхи халапсенче пĕлтернĕ тăрăх, Хусана вăрçăпа кайнă çул унта Иван Грозный çарĕсем чарăннă пулнă.
Ялта пурăнакансем çакнашкал библиотека тунине çутçанталăкпа культурăри эткерлĕхе упраса хăвармалли пысăк утăм тесе хаклаççĕ. Хальхи вăхăтра экологие вараланă тĕслĕхсем ÿссе пынăран çутçанталăка мĕнле майпа упраса хăвармаллине тата тавралăха тирпейлĕ тытмаллине пурин те пĕлме тăрăшмалла.
О. МИХАЙЛОВА.
Октябрь 2026 |
