«Асамăн» тăваттăмĕш тапхăрĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 16.10.2026, 14:27 Просмотров: 47

Чăваш Республикинче шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕн тăваттăмĕш, муниципалитетсенчи тапхăрĕ пырать. Октябрĕн 14-мĕшĕнче жюри мĕнпур округри шкул театрĕсен спектаклĕсемпе паллашрĕ, ун хыççăн республика шайĕнче мала тухассишĕн кĕрешекен коллективсене палăртрĕ.

Фестивале кăçал Раççейри Халăхсен пĕрлĕхне тата Чăваш Енри халăхсен туслăхне халалланă. Шкулсенчи театр коллективĕсем чăвашла тата вырăсла спектакльсем лартаççĕ. Финал декабрьте К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче пырĕ. Чи лайăх ĕçсене муниципалитетсенче кăтартĕç, вĕсене Пушкин карттипе пырса курма пулать.

Иртнĕ эрнере Куславкка муниципаллă округĕн централизациленĕ клуб системин сцени çинче те республикăри шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕн муниципалитетсем хушшинчи тапхăрĕ пычĕ. Унта пирĕн округри сакăр шкулти пултаруллă вĕренекенсем хăйсен ăсталăхне кăтартса пачĕç. Вĕсен йышĕнче Энтри Пасарĕнчи «Çамрăк талантсем» театра çÿрекенсем те пулчĕç. Вĕсем О. Генри çырнă «Дары волхов» спектакль кăтартрĕç.

Пирĕн çамрăк артистсем хăйсен ролĕсене чаплă вылярĕç, сцена çинче хăйсене ирĕклĕ тытрĕç. Энтри Пасарĕнчи çамрăк талантсемпе эпир чăннипех те мухтанатпăр.

А. ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники