Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал Чăваш Республикинче хăмла сахалрах туса илнĕ. Ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 131 гектар лаптăк çинчен 217 тонна «симĕс ылтăн» татнă. Унăн тухăçĕ пĕр гектартан 16,6 центнерпа танлашнă.
Пĕлтĕр 137 гектар лаптăкран питĕ пысăк тухăç илнĕ - 239 тонна. Вăтам тухăç та пысăкрах пулнă, 17, 4 центнерпа танлашнă. Виçĕмçул вара республикăра 131 гектар çинче хăмла ÿстернĕ, унтан 188,9 тонна «симĕс ылтăн» пухса илнĕ. Тухăçĕ самай пĕчĕкрех пулнă - пĕр гектартан 14,4 центнер.
Сăмах май, 2035 çул тĕлне республикăра хăмла плантацине 2 пин гектара çитересшĕн, кăçалах ăна 100 гектар таран пысăклатасшăн.
Октябрь 2026 |
