Ырă сăмаха тивĕçлĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.10.2026, 10:39 Просмотров: 27

Октябрĕн 28-мĕшĕнче Куславкка муниципаллă округĕнче професси уявне - Ялхуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Çак уяв тăван çĕре юратса, ун çинче яваплăха туйса ĕçлекен мĕнпур çынна пĕрлештерсе тăрать.

«Ĕçне кура - хисепĕ»,- теççĕ халăхра. Хамăр муниципалитетăн ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Марта Юрьевна Кваскова та тивĕçлĕ çак сăмахсене. Вăл пирĕн командăра 2024 çулхи майăн 24-мĕшĕнчен пуçласа ĕçлет. Ун умĕн 10 çул хушши «ЭнежЪ» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вăй хунă. Унта пухнă пуян опыт çамрăк специалиста муниципаллă службăн пирвайхи кунĕ-сенчех яваплă ыйтусене татса пама пулăшнă.

Аграрисене пĕрлештересси тата вĕсене пулăшасси - Марта Юрьевнăн тĕп тĕллевĕ. Çавăнпа ăна агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсемпе отрасль ветеранĕсем хушшинче час-часах курма пулать. Вăл Куславкка муниципаллă округне малалла аталантарассишĕн хăйĕнчен мĕн килнине пурне те тăвать. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлнине, кăткăс ыйтусене вăраха ямасăр татса пама тата ял ĕçченĕсен интересĕсене хÿтĕлеме тăрăшнине кура Марта Кваскова вĕсен хисепне тивĕçнĕ.

О. МИХАЙЛОВА.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники