
Кĕçĕн Карачри Лидия Васильевна Петрова нумай пулмасть 95 çул тултарчĕ. Ялта пурăнакансем ăна хисеплеççĕ, хуть те хăш вăхăтра та пулăшма пултарнăшăн тав сăмахĕ калаççĕ.
Лидия Васильевна Çатрăкра çуралса ÿснĕ, Пуйковсен çемйинче вăл асли пулнă. Хĕрача тăххăрта чухне вăрçă пуçланнă. Çак йывăр хуйхă пурне те пырса тивнĕ. Унăн ашшĕне те фронта илсе кайнă, амăшне Хусан хÿтĕлев чиккине тума ăсатнă.
Вырăнти шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн вăл колхозра ĕçлеме тытăннă.1949 çулта Салари больницăна (халĕ Куславкка районĕнчи И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больница) ĕçе кĕнĕ.
«Ун чухне автобуссем çÿреместчĕç. Кашни кун хуть те мĕнле çанталăкра та смена хыççăн киле васкаттăм. Куславккапа пирĕн ял хушши 15 çухрăма яхăн. Хăшпĕр чухне уйпа утаттăм, таçта инçетре выçă кашкăрсем уланине илтеттĕм. Шикленеттĕм, паллах,- аса илет 40 çул ĕçлесе ветеран ятне илнĕ хĕрарăм.- Çулсем иртнĕçемĕн Куславккаран Карача çити машинăсем çÿреме пуçларĕç. Шăпах ĕнтĕ вĕсем пирĕншĕн автобуссем вырăнĕнче пулчĕç. Çул çинче утса пыракана курсан чарăнатчĕç, кирлĕ çĕре илсе çитеретчĕç».
1956 çулта Лидия Васильевна кÿршĕллĕ Кĕçĕн Карачри Александр Петрович Петрова качча тухнă. Туслă çемьере ывăлпа хĕр çуралнă: Лев тата Людмила. Вăрăм ĕмĕрлĕ ватăна савăнмалăх халĕ 3 мăнукпа мăнукĕсен 4 ачи ÿсеççĕ.
Лидия Васильевна Петровăна юбилей ячĕпе Куславкка администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Геннадий Пушков, Чăваш Ен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх патшалăх инспекцийĕн ертÿçи - республикăн çурт-йĕр инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Виктор Кочетков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Александр Кузнецов, Карач территори пайĕн начальникĕ Ираида Ларионова юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ачисемпе мăнукĕсен тата кĕçĕн мăнукĕсен пархатарне ĕмĕр-ĕмĕр курма сунчĕç. Вĕсем Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă открыткине тата асăнмалăх парне пачĕç. Çатрăкри «Нежность» вокал ансамбльне çÿрекенсем вара юбиляр юратакан юрăсене шăрантарчĕç. Лидия Васильевнăна никам та 95 çула çитнĕ тесе калас çук. Вăл питĕ вăр-вар, юрлама та, ташлама та пултарать. Хăй те илемлĕ сассипе чăвашсен пĕр хитре юррине юрласа пачĕ.
О. МИХАЙЛОВА.
Октябрь 2026 |
